Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Августăн 9-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен округри комисси пурĕ 8 шкула, 3 ача садне, хушма вĕренĕвĕн 4 учрежденине тĕрĕслерĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулсем 1410 ачана, пĕрремĕш класа 100 ытла вĕренекене кĕтсе илме палăртаççĕ.

Тĕрĕслевсем çакна кăтартса пачĕç: шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне яланхиллех тивĕçлĕ хатĕрленсе сахал мар ĕç пурнăçланă. Пурте вĕсем сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачасене савăккăн кĕтсе илме хатĕр. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Нумаях пулмасть çил-тăвăл Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн хĕвелтен тата çумăртан хỹтĕленмелли верандăн, Аслă Елчĕк шкулĕн спорт залĕн тăррисене сиенленĕ. Çавна май вĕсене юсассине çак кунсенче вĕçлĕç. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче те ятарлă проектпа килĕшỹллĕн территорие тирпей-илем кĕртес ĕçсем (килĕшỹре пурнăçламалли ĕçе вĕçлессине августăн 15-мĕшĕччен палăртнă) çывăх кунсенче вĕçленĕç.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче, Елчĕк шкулĕнче, шкулăн «Паха пĕлỹре» вырнаçнă кĕçĕн классенче, Аслă Таяпари филиалĕнче, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче пулчĕ.

«Шевле» ача садĕнче кашнинчех чуна савăнтаракан ỹкерчĕксем курма пулать. Илемпе капăрлăх, пурнăçланă ĕçсем çултан-çул хушăнсах пыраççĕ кунта.

– Ача сачĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 10 çул çитрĕ пулсан та ăна тивĕçлĕ тытса тăнăран вăл ĕнер тунă евĕр çĕнех, тирпейлĕ, таса тăрать. Çакăншăн коллектива тата ертỹçĕне пысăк тав сăмахĕ калатăп. Кунта ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма тата воспитани илме условисем çителĕклĕ, – ăшшăн палăртрĕ Леонард Васильевич коллективпа тĕл пулнă май.

Паянхи кун ача садне 60 ача çỹрет, çуллахи вăхăтра 2 ушкăн ĕçлет. Ача садĕнчен 18 ача тухнă кăçал, сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсем пĕрремĕш хут пĕлỹ тĕнчине кĕрĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче тата 10 ача хушăнасса пĕлтерет Н.Петрова ертỹçĕ, ун чухне яланхиллех 4 ушкăн ĕçлĕ.

17 ĕçченрен кашниех хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек, чун хушнипе пурнăçлать. Вĕсенчен 6-шĕ пысăк стажлă, аслă пĕлỹллĕ педагогсем. Коллектив хăйĕн хушшинче те, ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхере пурăнать. Иккĕмĕшсем ача сачĕн пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ, уява та, ĕçе те пĕр çемьери пек кар тăрса хутшăнаççĕ.

Шкулсем яланхиллех тирпейлĕхпе, вĕрентекенсем ăшă кăмăлпа савăнтарчĕç. Тĕрĕслев иртнĕ кашни вĕренỹ учрежденийĕнчен кăмăллă сăн-питпе тухрĕç комисси членĕсем. Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлаймăн вĕсене. Классене, коридора, котельнăйсене, шкулсен территорийĕсене тирпейлĕхре тытнипе пĕрлех ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ коллективсем. Çакă маларах асăннă шкулсенчи вĕренекенсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче тата ытти тĕрлĕ мероприятисенче мала тухса округ, республика чысне çỹллĕ шая çĕклени те лайăх çирĕплетет.

Елчĕк шкулĕн тĕп çуртĕнче тата «Паха пĕлỹ» çуртĕнче кăçал та ытти çулсенчи евĕрех мĕн пур класра, коридорсенче косметика юсавĕ пурнăçланă.

– Ашшĕ-амăшĕ юсав ĕçĕсене ирттерме пысăк пулăшу пани савăнтарать, – пĕлтерет Лариса Васильева директор.

Шкул – 670, çав шутран пĕрремĕш класа 52 ачана кĕтсе илме хатĕр.

Аслă Таяпара çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 31 ача, вăл шутра 1-мĕш класа 4 ача килессе палăртаççĕ. Кунта кăçал спортзала тĕпрен, шкул çумĕнчи ача садне юсанă.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче тунă пысăк ĕçсен шутне спортзалта урайпа маччине, стенисене сăрланине, шкул тăррине юсанине, хуралçă пỹлĕмĕ тунине кĕртмелле. Кунта 108 ача парта хушшине ларасса, (вĕсенчен 5-шĕ – пĕрремĕшсем) кĕтеççĕ. Шкул кăçал ЧР Физкультура тата спорт министерстви ирттерекен «Футбол шкулĕ» проекта хутшăннă. Çавна май çывăх кунсенче кунта футбол мечĕкĕсем, çĕнĕ формăсем тата вăйăра усă курмалли ытти хатĕр кỹрсе килĕç. Сăмах май, иртнĕ çул ку проекта хутшăнса Елчĕк шкулĕ çĕнĕ хатĕрсемпе пуянланнă.

Шкул ĕçченĕсем пушар хурал, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тата ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вĕренỹ учрежденийĕсен умне лартакан требованисене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Çапла тумасан, ĕç ырана юлсан унăн калăпăшĕ ỹссе те ỹссе пынине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах хăш-пĕр шкулта документацисене вăхăтра пурнăçламаллине палăртса хăварчĕç хăш-пĕр специалистсем.

Кашни шкул умĕнче тăракан пысăк чăрмав, педагогсене пăшăрхантаракан тĕп сăлтав – шкулсем ытла пысăк пулни (вĕсене тытса тăма тата юсама, хутса ăшăтма сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланни каламасăрах паллă), ачасен шучĕ çулран-çулах чакса пыни.

– Тĕрлĕ чăрмава пăхмасăр кашни шкулти педагог, ытти ĕçчен çĕнĕ вĕренỹ çулне çуллен пысăк яваплăхпа хатĕрленет. Отпуск вăхăчĕ пулнине пăхмасăр ырми-канми тăрăшать кашни. Вĕсем ачасене вĕренме тата тивĕçлĕ воспитани пама пултарнипе пĕрлех шкула тата унăн территорине таса та тирпейлĕ тытаççĕ, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтереççĕ. Çакă вĕрентỹ ĕçченĕ тивĕçне чунтан парăннине çирĕплетет. Ырă йăлана малашне те упраса пырар, – палăртрĕ Леонард Васильевич кашни коллективра ĕçченсене пуçтарса тав тунă май.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Ăна тивĕçлĕ кĕтсе илсе ирттерсе ярар.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code